Мереченӗм, Мереченӗм,
Эсӗ мар-и вӑл Мерчен?
Шурӑ Атӑл ҫӗрӗнче-мӗн
Эс ҫӗкленнӗ ҫӗнӗрен.
Капкасран хӑпса хӑпарнӑ
Упранса юлас тесе,
Хӗсӗнсе пытаннӑ ларнӑ
Вар-вӑрманлӑ кӗтесе.
Ту тӑрне хӳме хӑпартнӑ -
Пик валли кирлех карман.
Вӑрманта тупса кӑтартнӑ
Чӳк тума патвар юман.
Сиплӗ ик ҫӑл куҫӗ сивӗ, -
Шывсӑр пурнӑҫ-и вара?
Шӑнкӑртатнӑ тӑрӑ шывӗ
Пӗчӗк ту йӗри-тавра.
Анӑҫ енӗн варӗ урлӑ
Панӑ ҫӗр тӑван йӑха...
Пурӑнма кунта та хурлӑ
Пулнӑ, ахӑр, халӑха.
Тӑвансем те хирӗҫ тӑнӑ,
Вӑй илсе каять Сӑвар.
Тӑшмантан та лекнӗ сӑнӑ,
Арапланнӑ хан хаяр.